ЧР Элтеперӗ Патшалӑх Канашне янӑ ҫырура республикӑра ҫуралнӑ ачасене парне пама сӗннӗ. Вӑл – чӑваш тӗрриллӗ тум.
«Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗнче тахҫантанпах сӳтсе явакан пулӑшу мерине пурнӑҫламалла тесе шутлатӑп. Ку – тин ҫуралнӑ ачана наци символикиллӗ парне парасси», - тенӗ Олег Николаев Элтепер.
Палӑртмалла: унччен республикӑра чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш тӗррин кунӗнче, ҫуралнӑ пепкесене кӑна кунашкал парне панӑ.
Паян ЧР Элтеперӗ Патшалӑх Канашне янӑ ҫырупа паллаштарать. Вӑл Чӑваш патшалӑх филармонинче 12 сехетре пуҫланӗ. Кун пирки сайтра маларах пӗлтернӗччӗ.
Ӑна Чӑваш наци телевиденийӗпе, «Россия 24» каналпа, «Контактри «Олег Николаев» ушкӑнра курма пулать. Эфир вӑхӑтӗнче ӑна онлайн-мелпе хаклама май пулӗ – телефон камерине экран ҫинчи куар-кода тӗллемелле ҫеҫ.
ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ ҫырупа паллаштарасси пирки пӗлтернӗччӗ. Кун валли 1 миллион тенке яхӑн тӑкаклама палӑртнӑ.
Мероприяти йӗркелӳҫин визуаллӑ сценари, графика дизайнӗ хатӗрлемелле, автор видеоматериалӗсене туянмалла, проекторсемпе хӑна ҫурчӗн номерне тара илмелле, отчет материалне кӗртнӗ 200 открытка тумалла. Ҫавӑн пекех кофе-брейк йӗркелемелле, 25-30 минута тӑсӑлакан видеоматериал тумалла.
Ҫапла майпа Патшалӑх Канашне ҫырупа паллаштармалли мероприяти валли 938,8 пин тенкӗ тӑкаклӗҫ.
ЧР Пашалӑх Канашӗн депутачӗсем пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине декларацире кӑтартнӑ. Чи пуянни кам пулнӑ?
«Чукун ҫул хуҫалӑхӗн пӗрлешӗвӗн» тӗп директорӗ Виктор Горбунов 230 миллион та 652 пин те 258 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, мӑшӑрӗ – 162 пин те 412 тенкӗ.
Николай Угаслов декларацире 61 миллион та 313 пин те 110 тенкӗ кӑтартнӑ. Мӑшӑрӗ 175 пин те 764 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
Владимир Лидерман тупӑшӗ 61 миллион та 118 пин те 683 пинпе танлашнӑ. Мӑшӑрӗ 582 541 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче республикӑри 19 район муниципалитет округӗ пулассине йышӑннӑ. Чылай депутат ку реформӑна ырласа сасӑланӑ.
Малашне кашни округра пӗр пуҫлӑх, парламент, администраци, хысна тата вырӑнти программӑсем пулӗҫ. ЧР Элтеперӗ каланӑ тӑрӑх, кун пек система ҫынсене патшалӑх пулӑшӑвӗсемпе хӑвӑртрах тата меллӗрех усӑ курма май туса парать.
Кӑҫал районсем муниципалитет округӗ ҫине куҫӗҫ, уставсем хатӗрлӗҫ. Ҫитес ҫултан муниципалитет округӗсем туллин ӗҫлеме пуҫлӗҫ.
Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Петр Краснова Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗн должноҫӗнчен кӑларнӑччӗ. Вӑл ӑна 5 ҫул ертсе пынӑ.
Паян институтра кам директор пуканне йышӑнасси паллӑ пулнӑ. Ҫав ҫыннах – Петр Краснов.
Петр Степанович 1956 ҫулта Комсомольски районӗнче Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралнӑ. 1994-2005 ҫулсенче информаципе пичет министрӗ пулнӑ. 2011 ҫултанпа – ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ. 2002 ҫултанпа – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ.
Вырӑнти влаҫсем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗнчи кивӗ шкултан туристсем валли хӑна ҫурчӗ тума сӗннӗ. Шкул 2015 ҫултанпа ӗҫлемест.
ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Владимир Лидерман пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлӳ ҫуртне хӑй вӑхӑтӗнче тӗпрен юсанӑ. Ҫичӗ ҫул ӗнтӗ вӑл ахалех ларать. Халӗ вара унпа урӑх тӗллевпе усӑ курасшӑн, «Руна ҫулӗ» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн пирӗн республикӑна килекен туристсем валли хӑна ҫурчӗ тӑвасшӑн.
Хальлӗхе ку шухӑш кӑна-ха. Малтан ҫурта тӗрӗслемелле, экспертиза ирттермелле: реконструкци тума юрӑхлӑ-и? Ун витӗр тухсан ҫитес ҫул унта ӗҫсене пуҫӑнмалла.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура Чӑваш кадет корпусӗнче вӗренекенсене тӳлевсӗр апат ҫитересси пирки каланӑ. Ҫавӑн пекех тумтиршӗн те тӳлеме тивмӗ.
Анчах ку ҫӗнӗлӗхе ҫитес вӗренӳ ҫӳлӗнчен пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ. «Атӑлҫи федераци округӗнчи ытти кадет корпусӗсен хушшинче Чӑваш кадет корпусӗн сумне, рейтингне ӳстерес тӗллевпе кадетсене пурне те тӳлевсӗр вӗри апатпа, тумтирпе тивӗҫтерме хушнӑ», - тенӗ Олег Николаев.
Халӗ специлистсем кирлӗ документсене хатӗрлеҫҫӗ.
Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура Чӑваш Енре Ҫамрӑксен ҫуртне уҫасси пирки калаҫнӑ. Вӑл Шупашкарта пулмалла.
«Ҫамрӑксен ҫурчӗ», «Ҫамрӑсен аталанӑвӗн центрӗ»… Хальлӗхе вӑл мӗн ятлӑ пулассине палӑртман. Хӑш вӑхӑт валли хута ярасси пирки те тӗплӗн каламан.
Олег Николаев ку ыйтупа ЧР Вӗрентӳ министерствине тата Шупашкар хула администрацине ӗҫлеме хушнӑ.
Шупашкарта онкологи диспансерӗн тепӗр корпусӗ пулӗ. Тӗп зданипе ӑна ятарлӑ каҫӑ ҫыхӑнтарӗ. Эппин, вӑл хальхи диспансер ҫывӑхӗнче пулӗ.
Кун пирки паян ЧР Элтеперӗ Паташлӑх Канашне янӑ Ҫырура каланӑ. Олег Николаев Республикӑри клиника пульницин инфекци корпусӗ пирки те аса илнӗ. Вӑл Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта пулӗ.
Палӑртмалла: онкодиспансерӑн халӗ поликлиника пур ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех хирурги, икӗ радиологи, диагностика корпусӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Хирурги корпусне 2016 ҫулхи кӗркунне хута янӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |